Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Саккӑрмӗш пайӑт (Аттилпа Кримкилте)

«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.



Чаплӑ туй пырать. Аттил питӗ хаваслӑ, пуринпе те кӑмӑллӑ. Кримкилте вара тӗлӗнмелле чипер, хитре.
Туя чиртен сывалнӑ Айтаман та килнӗ. Аттил ӑна та хапӑл туса кӗтсе илет.
Пӗтӗм халӑх туй юррисем юрлать, ташлать, савӑнать.
Кашни халӑхӑн юрри-ташши хӑйне майлӑ.
1

Шак-шак кайӑк, шак кайӑк,
Шак кайӑкран пӗр кайӑк.
Чалма-чалма чал тирек,
Алтик салам, пӗр салам.
Айра ларан улмуҫҫи
Улпут пулас сасси пур,
Ана ҫинчи армути,
Арӑм пулас сасси пур.
Тирӗс ҫинчи тикенек
Тикеҫ пулас сасси пур.

Шур-шур, шур кантӑр
Шурта кантӑр тылланӑ,
Ури таппа ларайнӑ,
Кашни пырса кӑларайнӑ.
Пире кирлӗ — мӗн кирлӗ.
Кримкилте-хӗр кирлӗ...

Тӳпере тӑри юрлать,
Сасси таврана каять:
"Ир-тӑри, тӑр-тӑри,
Ирпе ирех тӑтӑр-и,
Пӑри пӗрчи акрӑр-и,
Пӑри пӑтти ҫакрӑр-и,
Сарӑ ҫине сапрӑр-и,
Ҫиме мана лартрӑр-и."
Тӳпере ҫапла тӑри юрлать,
Ҫӗр ҫинче туй халӑхӗ юрлать:
"Атьӑр туя, халӑхсем,
Арсынсем, хӗрарӑмсем,
Ура канне кӳрӗпӗр,
Ала канне кӳрӗпӗр,
Ӗҫӗпӗр те ҫийӗпӗр,
Выльӑпӑр та кулӑпӑр,
Юрлӑпӑр та ташлӑпӑр,
Ӑраскаллӑ пулӑпӑр..."

Кӗрнекерсен юрри
Атте лаши — тур лаша,
Шурӑмпуҫпе кӗҫенет,
Пирӗн ача — сар ача,
Шурӑмпуҫпе вӑранать;
Вырӑн пур та, мӑшӑр ҫук, тет,
Мӑшӑр тупса парӑр, тет.

Туйпикесен юрри
Хӑта хапхи сӑнчӑрлӑ;
Пули-пулми уҫаймасть,
Эпир ҫапах уҫрӑмӑр.

Хӑта писми пуставлӑ;
Пули-пулми пусаймасть,
Эпир ҫапах пусрӑмӑр.

Хӑта сакки хӑмачлӑ;
Пули-пулми лараймасть,
Эпир ҫапах лартӑмӑр.

Хӑта хӗрӗ — пике-хӗр;
Пули-пулми илеймест,
Эпир ҫапах илтӗмӗр.

Кӗрнекерсен тепӗр юрри
Туй, туй, туй тесе,
Туй, туй, туй тесе,
Ҫӗр тӗпретсе килтӗмӗр,
Туйра савнас терӗмӗр.

Пат, пат, параплан,
Пат, пат, параппан,
Ҫак параплан мӗн калать.
Вуник туйра пултӑм тет,
Вуник шӑрттан ҫирем тет,
Кун пеккине курман тет.

Ши, ши, шӑхӑрса,
Ши, ши, шӑхӑрса,
Туйри шава аслатар,
Туй халӑхне пуҫтарар,
Тӑпӑр-тӑпӑр ташласа,
Енчен-енне ҫаврӑнса,
Хамӑр камне кӑтартар,
Хамӑр куҫран пӑхтарар.

Хӑйматлӑх юрри
Тухать-и те тухмасть-и,
Тухать-и те тухмасть-и.
Эпир киле каятпӑр,
Эпир киле каятпӑр.

Ӑҫта пирӗн пулас кин,
Ӑҫта пирӗн пулас кин.
Хӑшӗ пичӗ хӗвел-ши,
Хӑшӗ пичӗ уйӑх-ши.

Эпир панӑ хулӑмӗ,
Эпир панӑ хулӑмӗ,
Сӗтел ури тайличчен,
Ампар урти ӳкиччен.

Йӗри-тавра пӑхрӑм та,
Йӗри-тавра пӑхрӑм та —
Кинӗм пекки никам ҫук,
Мӗнле пулма пӗлнӗ-ши.

Ах, кинӗм-пукане,
Пӗчӗк кинӗм-пукане,
Эпир сана саватпӑр,
Киле илсе каятпӑр.

Хӗрҫумсен юрри

Кача пӳрне пек чипер хӗре
Качча парса хӑвартӑмӑр;
Пуҫ пӳрне пек чипер хӗре
Пуҫне парса хӑвартӑмӑр.
Вӑта пӳрне пек чипер хӗре
Ватта парса хӑвартӑмӑр,
Урай шӑпри ан тӑвӑр,
Тирӗк мунчали ан тӑвӑр.
Сарӑ чечек вӑл пултӑр,
Кӗрӳпеле савӑнтӑр.

Хӗр йӗрри
Ҫырма хӗрри — кӑвак ҫеҫке
Татса юлӑр ҫеҫкине.
Кӑвак ҫеҫке тӑкӑниччен,
Ҫырма хумӗ ҫапиччен.

Ыр тантӑшсем, тӑвансем,
Курса юлӑр сӑнӑма.
Тутӑр сӑнӗ пӗтиччен,
Сурпан шурри ҫапиччен.

Ҫӳл ту ҫинчи тӗм кӑлкан
Ял еннелле ҫаврӑнчӗ.
Манӑн ҫамрӑк ӗмӗрӗм
Ват еннелле ҫаврӑнчӗ.

Улӑхрӑм ҫӳллӗ ту ҫине,
Лартӑм шурӑ чул ҫине,
Пурҫӑн сарӑ пӗтерме
Пурҫӑн сарӑ пӗтрӗ пуль.
Ман хӗр ӗмри иртрӗ пуль.

Аттил юрри
Сакӑр урхамах ман айра,
Куҫ пек арӑм ман умра.
Атьӑр пурте савӑнар,
Ман арӑма пахалар.

Ӑмӑрткайӑк тӳпере
Савнӑ арӑм чӗрере.
Ташлӑр, кулӑр, савӑнар,
Ман арӑма пахалар.

Кӑрттӑш пулӑ талайра,
Савнӑ арӑм ҫуртӑмра.
Хирӗҫ пӑхса йӑл кулар,
Пӗрне-пӗри юратар.

2

Чӑтайман иккен, аслӑ та чаплӑ туя чиртен тин кӑна сывалнӑ Айтаман та килнӗ. Вӑл Аттил питӗ хаваслӑ, пуринпе те кӑмӑллӑ пулнине, Кримкилте вара тӗлӗнмелле хитре те чипер пулнине курса питӗ савӑнать, хӑй юррине юрласа парать:

Айтаман юрри
Шур акӑшсем пулса эп вӗҫӗттӗм,
Ҫак ҫурт тавра ҫавра кӳлӗ пулсан.
Ӗмӗр сирӗнпе эп ҫӳрӗттӗм,
Сире, икӗ тусӑм, юрайсан.
Ӑшӑ ҫил пулса эп килӗттӗм,
Ҫакӑ тусӑмсене кирлӗ чух.
Ӗмӗр сирӗнпе эп ҫӳрӗттӗм,
Сире, икӗ тусӑм, юрайсан.
Асӑнсанах килсе эп курӑттӑм
Кӗмӗл ҫӗрӗ витӗр ҫул пулсан.
Ӗмӗр сирӗнпе эп пулӑттӑм
Сире, икӗ тусӑм, юрайсан.
Аттил хӑйӗн тусне питӗ хапӑл туса кӗтсе илет, ӑна туйра савӑнма, юрлама-ташлама ыйтать.

3

Туя тӗрлӗ халӑх патшисем хӑйсен ҫыннисемпе килнӗ. Пурте хаваслӑ, пурте тахҫан вӑрҫӑ хирӗнче пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑнине маннӑ. Кашни халӑхӑн юрри-ташши хӑйне майлӑ.

Ямансем ташла-ташла юрлаҫҫӗ:
Кӳл-кӳл урлӑ кайӑк-кӑвакал,
Кӳл-кӳл урлӑ пулсассӑн та
Тытассӑм килет.
Уй-уй урлӑ пирӗн тӑвансем,
Уй-уй урлӑ пулсассӑн та
Курассӑм килет.

Ҫуйӑнсем юрлаҫҫӗ:
Ҫыхӑ, ҫыхӑ тӗрлӗ чечексем,
Питӗ хитре чечек ҫыххисем.
Татман чечек тата та хитре,
Татман чечексенчен хитри ҫук.

Ушкӑн-ушкӑн хаклӑ тӑвансем,
Питӗ маттур пирӗн тӑвансем.
Тарават-ҫке ҫӗнӗ тӑвансем,
Ҫӗнӗ тӑвансенчен хакли ҫук.

Кайташсен юрри:
Сӗм вӑрманта палан пур,
Шӑши ҫименни, кайӑк татманни.
Пирӗн кӗрӗвӗн сӑра пур,
Сар хӑмла яни, хальччен уҫманни.

Сӗм варианта мӑйӑр пур,
Пакта татманни, упа ҫименни.
Пирӗн кинӗн хуплу пур,
Ашпала туни, хальччен касманни.

Вакиверсен юрри:
Ҫеҫенхирте чупать уй таки,
Эпир хӑваласа ҫитес ҫук.
Тытман уй такинчен пахи
Кунта урӑх нимскер пулас ҫук.

Уй-уй урлӑ тӑван, ыр тӑван,
Тӑвансене курса тухас пуль.
Курман тӑван — чи паха тӑван
Вӗсенчен те пахи тупас ҫук.

Путлансен юрри:
Ҫитмӗл ҫухрӑм килтӗмӗр —
Ҫич ҫул ларнӑ пичкине
Тапса уҫма килтӗмӗр,
Ӗҫер пулӗ сӑрине.

Утмӑл ҫухрӑм килтӗмӗр —
Улт ҫул ларнӑ шӑрттанне
Касса уҫма килтӗмӗр,
Ҫиер пулӗ шӑрттанне.

Чухасен юрри:
Хура чӗкеҫ, ай, пулам-и,
Карлӑк ҫине ларса юрлам-и.
Чӗннӗ хӑна эп пулам-и,
Кӗрекере ларса юрлам-и.

Чупрӑм антӑм ҫырмана,
Кӗпер хывнӑ пуль тесе.
Килтӗм кӗтӗм тӑван патне,
Савса чӗннӗ пуль тесе.
* * *
Савӑнаҫҫӗ ҫынсем,
Пач курмаҫҫӗ вӗсем:
Инҫетрен капланса,
Тӗнчене хӑратса,
Хура пӗлӗт килет,
Ҫутҫанталӑк хура кӗрӗкпе пӗркенет.

Ҫынсем савӑнаҫҫӗ,
Пачах та курмаҫҫӗ,
Хӑйсем хушшинче
Путсӗрсем пуррине.
Усал шухӑшсем ӑшӗнче
Йӑлтах путнине.

Кайӑк-кӗшӗк нумай,
Хура вӑрманта.
Усал ҫын нумай
Йӗркесӗр ялта.

Усал шухӑшпа ҫӳрекен
Пархатарлӑ пулмасть.
Ырра ҫеҫ кӗтекен
Ырлӑх кураймасть.
Ырлӑхшӑн кӗрешмелле,
Кӗрешме те пӗлмелле.

Усалсем усал тӑваҫҫӗ те каяҫҫӗ,
Усал ӗҫӗсем вӗсен яланлӑха юлаҫҫӗ.

Ӑнлантаркӑч

1. Шак-шак кайӑк, шак кайӑк. Ку сӑвви пӗтӗмпех хӗр ятне калас тесе шахвӑртни.
2. Улпут пулас сасси пур. Улпут — авалхи чавашсен хӑйне евӗрлӗ сословине пӗлтерекен сӑмах.
3. Тикеҫ пулас сасси пур. Тикеҫ — авалхи чӑваш патшисем патӗнче мӗн пулнине ҫырса пыраканӗ, вырӑсла — летописец.
4. Кӗрнекерсен юрри. Кӗрнекер — кӗрӳ ҫумми, кӗрӳ сыхлавҫи.
5. Туйпикесен юрри. Туйпике — туя килнӗ хӗр-пике.
6. Хӑйматлӑх юрри. Хӑйматлӑх — кӗрӳ енчен хӗр илме килнӗ ҫын е кӗрӳн ҫывӑх ҫынни.


«Аттилпа Кримкилте» эпосӑн пайӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-28 20:01:49 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4961 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем